
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӗмпӗрти Ҫӗнтерӳ паркӗнче облаҫри чӑвашсен халӑх уявӗ «Акатуй» иртнӗ. Кунта Димитровград хулин пуҫлӑхӗ Сергей Сандрюков та хутшӑннӑ. Атомщиксен хулин мэрӗ халӑх тетелӗнче хӑйӗн фотоотчётне вырнаҫтарнӑ. Вӑл облаҫӗн тӗп хулине Димитровград делегацине пулӑшма килни ҫинчен хыпарланӑ. Димитровград ҫыннисем парк территорийӗнче наци кил-ҫурчӗ йӗркеленӗ тата илемлӗ пултарулӑх номерӗсем хатӗрленӗ.
Чи кӑсӑк самант вара 73online.ru редакцие лекнӗ видео ҫинче курӑннӑ. Чӗмпӗрти журналистсене Сергей Сандрюков хӑй Акатуйра чӑвашла юрӑ шӑрантарни тӗлӗнтернӗ. Гармонист пулӑшнипе хула пуҫлӑхӗ тӑван чӗлхепе юрланӑ. Чӑн та, мэр пысӑк сцена ҫине тухман, вӑл Димитровградран килнисемпе пӗрле, тусӗсен йышӗнче юрласа савӑннӑ. Ку видео халӑх тетелӗнчи ҫынсене нумайӑшне кӑсӑклантарнӑ.

Чӑваш Ен делегацийӗ ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине Хусана кайнӑ. Ҫулҫӳревӗн тӗллевӗ — икӗ тата темиҫе чӗлхепе вӗрентес ӗҫри пуян опытпа паллашасси. Ку ӗҫ республикӑра чӑваш чӗлхине вӑйлӑрах вӗрентекен полилингваллӑ шкулсемпе классен проектне пурнӑҫа кӗртме пулӑшмалла.
Вӗрентӳ институчӗн кафедра заведующийӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Анна Егорова ертсе пыракан ушкӑн «Адымнар» комплексра пулнӑ. Унта шкул директорӗсемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем методика кӗнекесемпе тата нормативлӑ документсемпе паллашнӑ.
Делегаци йышӗнчисем шкулта чӗлхе хутлӑхне епле йӗркеленине, кадрсем хатӗрлесси тата ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлемелли меслетсене пӑхса тухнӑ. Кӳршӗсен паха опычӗ республикӑра чӑваш чӗлхине упраса хӑварма тата вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерме май парӗ. Ку ӗҫ «Молодёжь и дети» наци проекчӗпе килӗшӳллӗ иртнӗ.

Чӑваш чӗлхи вӗренмелли «Хавал» уйлӑх кӑҫал та ӗҫлӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче, вырсарникунтан пуҫласа шӑматкунччен ӗҫлӗ. Ӑна «Мечта» (чӑв. Ӗмӗт) санатори-профилакторире йӗркелеме йышӑннӑ. Уйлӑх пӗлтӗрхи форматпах иртӗ, анчах унта 12 ҫултан аслӑраххисем валли программа хатӗрлеҫҫӗ. Уйлӑх вӑхӑтӗнче семинарсем, ҫавра сӗтелсем, социаллӑ-гуманитари, музыкӑпа ӳнер факультечӗсем ӗҫлӗҫ, чӗлхе тата спорт вӑййисем йӗркелӗҫ.
Университет халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче ҫапларах пӗлтернӗ:
«Мӗн-ха вӑл ҫуллахи «Хавал» университет? Пӗр эрне хушши эпир унта мӗн-мӗн тӑватпӑр?
1. Чӑваш чӗлхи ӑшӗнче пурӑнатпӑр тата ӑна уйрӑм ушкӑнсенче вӗренетпӗр. Чӑвашла сӗм пӗлменнисем валли те, чӑвашла лайӑх пӗлекенсем валли те уйрӑм вӗреневсем иртеҫҫӗ. Вӗреннине ҫирӗплетме, маннине аса илме пире Хавал университетра йӗри-тавра чӑваш чӗлхи янӑрани пулӑшӗ».

Чӑваш кӗнеке издательстви чӑвашла хӑй тӗллӗн вӗренес текенсем валли «Эпӗ чӑвашла вӗренетӗп. Я учу чувашский язык» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Тамара Артемьевӑпа Галина Брусова авторсем хатӗрленӗ, редактор ӗҫне Надежда Вечеркина пурнаҫланӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине вӗренме пуҫлакансем валли питӗ меллӗ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пӗтӗм материала 27 урока пайланӑ, вӗсенче чӗлхе грамматикипе тата фонетикипе тӗплӗн паллаштарнӑ.
Авторсем кӗнекене чӑвашла вулама, калаҫма тата ҫырма вӗрентес тӗллевпе хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, виҫҫӗмӗш урокра «кам?» тата «мӗн?» ыйтусен уйрӑмлӑхне ӑнлантарса панӑ: чӑваш чӗлхинче чӗрчунсем «мӗн?» ыйту ҫине хуравланине палӑртнӑ. Ку кӗнекепе шкулсенче, колледжсенче усӑ курма е чӗлхене килте хӑй тӗллӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Кӗнеке чӑвашла таса та тӗрӗс калаҫма пулӑшмалла.

1926 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш обкомӗн бюро ларӑвӗнче пирӗн халӑхшӑн истори пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ. Ун чухне Николай Ашмарин профессорӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» (Thesaurus linguae tschuvaschorum) пичетлесе кӑларассине ырланӑ.
Республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ ҫитмен пулин те, влаҫ органӗсем ку ӗҫе кая хӑварман, Мускаври Тӗп Комитетран укҫа ыйтма йышӑннӑ. Ҫак ларурах Николай Ашмарина тата чӑваш шкулне никӗсленӗ Иван Яковлева ӗмӗрлӗх пенси пама та палӑртнӑ. Ашмарин словарӗ 17 томран тӑрать, унта 54 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Ку кӗнеке чӑваш чӗлхин пуянлӑхне кӑна мар, халӑхӑн йӑли-йӗркине, культурине тата ӑслӑлӑхне упраса хӑварма пулӑшнӑ. Вӑл тӗпчевҫӗсемшӗн тата ҫыравҫӑсемшӗн чи кирлӗ энциклопеди шутланнӑ. Тӑрӑшса пухнӑ ҫак материала пухса кӑларассишӗн ҫирӗп утӑм тунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Чӑваш Енӗн наци музейӗнче чӑвашла рок-концерт иртӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.
Концерт «Пирӗн истори – паттӑрла аваллӑх» ятлӑ пулӗ. «Ирӗк Килтӗш музыкант этнофольклор, рок, рок-н-ролл тата блюз жанрӗсемпе чӑвашла юрӑсем, балладӑсем шӑрантарӗ. Атӑлҫи пӑлхарсене халалланӑ уйрӑм пай та пулӗ.
Хӑйне евӗрлӗ концерт курас тесен музейра иртекен «Атӑлҫи Пӑлхар: чӑн тата сцена ҫинчи истори» куравпа паллашмалла, вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ», — пӗлтернӗ хыпарта.
Ирӗк Килтӗш пултарулӑхӗпе ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ.

Ҫӗнетнӗ ГигаЧат ИИ-Пулӑшуҫӑ Раҫҫей тата СНГ ҫӗршывӗн 30 ытла халӑх чӗлхипе усӑ курса текста ӑнланас тата ҫырас пахалӑхне ӳстерчӗ. Вӗсен шутӗнче тутар, пушкӑрт, чӑваш, удмурт, якут, бурят, осетин, чечен, кабардин-черкес тата ыттисем те. Тӗплӗн суйласа илнӗ вӗрентӳ даннӑйӗсемпе тивӗҫтернине пула хуравсен пахалӑхне ӳстерсе кашни чӗлхешӗн уйрӑм модель шутласа кӑларма май пулчӗ. Пӗтӗм тӗнчери ытти чӗлхесене шута илсе ГигаЧат пурӗ 40 ытла чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама пултарать.
ИИ-Пулӑшуҫӑна вӗрентмешкӗн даннӑйсем пухма «Раҫҫей халӑхӗсен ҫурчӗ» ФПБУ тата «Рувики» интернет-энциклопеди, ҫавӑн пекех регионти ӑслӑлӑх академийӗсем, Раҫҫей халӑхӗсен вырӑнти чӗлхепе культура еткерлӗхне упрас сферӑра ӗҫлекен ӑслӑлӑхпа вӗренӳ организацийӗсемпе коммерциллӗ мар фондсем пулӑшрӗҫ.
Наци чӗлхисене пулӑшас ӗҫре текст формачӗсемпе усӑ курассине пурнӑҫа кӗртнӗ. ГигаЧат ИИ-Пулӑшуҫӑран кирек мӗнле чӗлхепе ыйту парсан та вӑл ҫав чӗлхепе усӑ курса хурав пама пултарать. ИИ-Пулӑшуҫӑпа усӑ куракансем тӑван чӗлхепе цифра сервисӗсенче хуравсем, консультацисем тата ытти пулӑшу илме пултараҫҫӗ: кунта информаци тупас тата вӗренӳре пулӑшу илессинчен пуҫласа текстсемпе, обращенисем хатӗрлесе патшалӑх органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме пулать.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта 11 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ акци Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн иртнӗ. Чӑваш чӗлхине юратакансем чӑвашла диктант ҫырнӑ. Кӑҫал акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасова теле- тата редиожурналиста суйланӑ.
Кӑҫал диктант ҫыракансенчен ытларахӑшӗ Чӑваш Енрен пулнӗ: пӗтӗмпе 8922 ҫын. Ҫавӑн пекех акцие Чӗмпӗр облаҫӗнче (1043 ҫын), Пушкӑрт Республикинче (810 ҫын), Тутар Республикинче (785 ҫын) пурӑнакансем хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: чӑваш диктантне Иркутск, Самар, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут хулисенче, Мускав тата Ханты-Манси автономи облаҫӗсенче пурӑнакан чӑвашсем те ҫырнӑ. Тӗлӗнмелле: акцие Францире пурӑнакан ҫын та хутшӑннӑ!

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхи уявӗ иртнӗ. Ӑна хулари 40-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта республикамӑрӑн тӗп хулинчи пилӗк шкултан ачасем пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш ачи -2026» ӑмӑртӑва пухӑннисем чи малтанах хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан Ухсай Якковӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлнине кӑтартса панӑ, «Крокодил» вӑйӑ вылянӑ, 1 минут хушши тӗрлӗ темӑпа калавсем туса каласа панӑ, ал ӗҫӗ тума пӗлнине те кӑтартма тивнӗ вӗсен.
1-мӗш вырӑна Валерия Рожкова (40-мӗш шкул), 2-мӗш вырӑна Ульяна Медведева (65-мӗш шкул), 3-мӗш вырӑна Анна Горшкова (20-мӗш шкул) тухнӑ.
«Чи маттурри» номинацире Ева Мулендеева (33-мӗш шкул) ҫӗнтернӗ, «Чи пултарулли» номинацие Вероника Сергеева (7-мӗш вӑтам шкул) тивӗҫнӗ.

Шупашкар хулинчи 17-мӗш вӑтам шкулта «Пархатар» этнографи фестивалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ.
Хулари 40-мӗш шкул «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, шкул ачисемпе вӗрентекенсем чӑваш халӑхӗн юрри-кӗввин, ташши-вӑййин тӗнчине лекнӗ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире ӑмӑртнӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки» номинацире Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн «Чӗкеҫ» (1б класс, ертӳҫи - А.М. Степанов), «Чӑваш ачи» (9м класс, ертӳҫи - Р.А. Гаврилова) ушкӑнсем тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Т.В. Николаева, Р.А. Гаврилова , А.М. Степанов хутшӑннӑ. Вӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ, чӑваш вӑййисене вылянӑ, куракансене илемлӗ ташӑпа савӑнтарнӑ.
«Чӑваш ачи» ушкӑн 1-мӗш вырӑна, вӗрентекенсен ушкӑнӗ 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
